Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: чукун ҫулсем

Кӑсӑклӑ Тӗнчере

Паллӑ Сахара пушхир урлӑ Мавритани чукун ҫулӗ иртет. Вӑл ӗнтӗ 60 ҫула яхӑн ӗҫлет, тата та нумай ҫул хушши усӑ кӳрӗ. Анчах та ун тӑрӑх пассажирсене турттармаҫҫӗ. Мӗн тума ӑна хывнӑ-ха — кун пирки эпир сире каласа парӑпӑр.

Ун тӑрӑх мӗн ҫӳрет

Паллах ӗнтӗ, ку чукун ҫул тӑрӑх ҫӳрекен пуйӑссем пассажирсене турттараканскерсем мар. Ҫак ҫула Зуэрат хулинчи шахтӑсенчен тимӗр тӑпрана тинӗс хӗрринчи Нуадибу порта турттарма тунӑ. 3 ҫухрӑм тӑршшӗ пуйӑссем хӑйӑр тӑрӑх хӗртсе пӑхакан хӗвел айӗнче вӗҫтерсе ҫӳреҫҫӗ. Кунта ӗҫлекенсемшӗн ҫакӑ самай экстремаллӑ ҫулҫӳрев шутланать.

Пуйӑспа тимӗр тӑпра турттарнӑ ҫӗрте ӗҫлекенсем ҫеҫ мар, ахаль сутӑҫӑсем те ярӑнма пултараҫҫӗ — вӗсен ҫитмелли ҫӗре ҫитмелле, килти выльӑх-чӗрлӗхе, апат-ҫимӗҫе кирлӗ вырӑна илсе ҫитермелле. Ҫавӑн пекех ку пуйӑссем ҫинче хӑйсен вӑйне, нервисене тӗрӗслеме юратакан ахаль туристсем те ярӑнаҫҫӗ.

Талӑк хушшинче Нуадибуран 4–5 состав ҫула тухать, вӗсенчен пӗри ҫумне пассажирсем ларма пултаракан вакуна ҫаклатаҫҫӗ. Ҫакӑ та кӑсӑклӑ — пуйӑссен расписанийӗ ҫук.

Малалла...

 

Политика
Сергей Дорофеевский. company.rzd.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Сергей Дорофеевский. company.rzd.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен уҫӑ обществин «Горькинчи чукун ҫулӗсем» филиалӗн ҫӗнӗ ертӳҫипе паллаштарнӑ. Паллаштарӑва видео-конференц-ҫыхӑну мелӗпе йӗркеленӗ. Унта Горькинчи чукун ҫулсем тытса тӑракан зонӑна кӗрекен регионсен ертӳҫисем хутшӑннӑ.

Горькинчи чукун ҫула Сергей Дорофеевский ертсе пырӗ. Унчченхи ертӳҫӗ Анатолий Лесун РФ Патшалӑх Думине депутата суйланнӑ хыҫҫӑн ӗҫ вырӑнне улӑштарнӑ.

Сергей Дорофеевский Октябрьскинчи чукун ҫул ҫинче ӗҫе пуҫӑннӑ. Унта вӑл станци дежурнӑйӗнчен тытӑнса пуҫлӑхӑн пӗрремӗш заместителӗ таран ҫитнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Сӑнӳкерчӗк ҫӑлкуҫӗ - http://images.dailystar.co.uk
Сӑнӳкерчӗк ҫӑлкуҫӗ - http://images.dailystar.co.uk

Ӗнер Лапсар проездӗнче пуйӑс автомобиль ҫине пырса кӗнӗ.

Инкек кӑнтӑрлахи 11 сехетсенче сиксе тухнӑ. Информаци ҫӑлкуҫӗсем пӗлтернӗ самантра инкек сӑлтавӗ паллӑ пулман.

Ҫӗнӗ Лапсар патӗнчен иртекен чукун ҫул ҫинче пуйӑс ҫӑмӑл машина ҫине пырса кӗнӗ. Машина кӑштах лапчӑннӑ пулин те никам та шар курман. Инкек сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.

Пуйӑс ҫулӗ ҫинче инкексем унччен те пулнӑччӗ.

Канаш районӗнче Шӑрттан станцийӗнче ватӑ ҫын сарӑмсӑр вилнӗччӗ.

Ватӑ хӗрарӑм пуйӑс ҫулӗ урлӑ каҫма тӑнӑ, анчах шуса кайнӑ та колеяна кӗрсе ӳкнӗ. Ватӑскер тӑрайман. Пуйӑс чарӑнайман, ӑна вилмеллех таптаса кайнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче п14 ҫулти ҫамрӑка 27 пин вольт ҫапнӑччӗ. Вӑл ҫавӑнтах ҫунса вилнӗччӗ.

 

Республикӑра

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Раҫҫей чукун ҫулӗсем» акционерсен обществин Чулхулари филиалӗн пуҫлӑхӗпе Анатолий Лесунпа тӗл пулнӑ. Енсем республика урлӑ иртекен чукун ҫул транспорчӗпе халӑха турттарассине сӳтсе явнӑ. Унта Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Еттӳҫи Иван Моторин, ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — финанс министрӗ Светлана Енилина, ЧР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Иванов хутшӑннӑ.

Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «ертӳҫӗсем финанс ыйтӑвӗсене те хускатнӑ. Килнӗ хӑна Вӑрнар тӑрӑхӗнчи чукун ҫул урлӑ каҫса ҫӳремелли ҫул пирки сӑмах пуҫарнӑ, ӑна пӑрахӑҫлама тӗллев лартнине пӗлтернӗ. Темиҫе ҫухрӑм аякрах тепӗр ҫул объектне уҫма палӑртнине асӑннӑ.».

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ